Ял хуҫалӑхӗ
Канаш район администрацийӗн сайтӗнче вӑл тӑрӑхра ҫӗрулми ӑнса пулнине пӗлтернӗ. Ҫулпа ҫул пӗр килмест те, кӑҫал «иккӗмӗш ҫӑкӑр» чылай ҫӗрте, чӑн та, аван тухрӗ пулӗ. Канашсем вара ҫакӑншӑн республика ертӳҫине Михаил Игнатьева тав тӑваҫҫӗ. Район администрацийӗнче вӑл тӑрӑхра кӑҫалхи Акатуй иртнӗ кун, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Элтепер ҫӗрулми лартнине аса илнӗ. Михаил Игнатьев ҫавӑн чухне канашсене тӗш тырӑпа ҫӗрулми тухӑҫлӑ туса илме суннӑ-мӗн. Канашсем ҫӑмӑл алӑллӑ ҫын ӗҫе тытӑнсан ӗҫ ӑнать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев сунни тӳрре килнишӗн хавхаланнине тата савӑннине пӗлтерсе канашсем райадминистраци сайтӗнче хыпар лартнӑ. Тухӑҫ аваннине ӗнентерме сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял хуҫалӑхӗ
Республикӑри 18 районта ҫӗрулмипе помидора сӑтӑр тӑвакан хурт-кӑпшанка тупса палӑртнӑ. Кун пирки Россельхознадзор пӗлтерет. Ҫӗрулми шӗвӗрӗлченӗ (выр. нематода) ятлӑ вӑл. Ҫак хурт ҫыншӑн хӑрушӑ мар, анчах ӑна пула тухӑҫ чакать. Шӗвӗрӗлчен ҫӗрулмине, помидора ҫиме юратать. Ӑна тӳрех асӑрхама йывӑр. Ҫимӗҫ пӗчӗк тата часах саралать пулсан шӗвӗрӗлчен ернӗ. Вӑл ҫӗрулмипе помидортан сӗткенне ӗмсе кӑларать. Ҫӗрулмин кайран карантин чирӗ глободероз пуҫланать. Чӑваш Енре ҫак кӑпшанкӑ 1300 ытла гектар ҫӗре сиенлетнӗ. Ӑна пула ҫынсем ҫӗрулмисӗр тӑрса юлма пултараҫҫӗ. Вӑл мӗншӗн ӗрчет-ха? Ҫынсем ҫӗрулмине пӗрмай пӗр вырӑна лартаҫҫӗ, ҫӗре канма памаҫҫӗ. Кӑпшанкӑ ҫилпе, ҫӗрпе куҫма пултарать. Пушмак тӗпне ҫыпӑҫса та тепӗр лаптӑка ерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял хуҫалӑхӗ
Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» хапрӑк ниепле те ураланса каяймарӗ. Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ ӑна панкрут тесе йышӑннӑ. Ҫавна май предприятире конкурс производстви йӗркеленӗ. Кайӑк-кӗшӗк предприятийӗшӗн тата унта ӗҫлекенсемшӗн, район экономикишӗн кӑмӑллах мар хыпара «Правда ПФо» тӗнче тетелӗнчи хаҫат ЧР Арбитраж сучӗ хыпарлани тӑрӑх паян пӗлтернӗ. Аса илтерер, предприятин акцийӗсенчен 49 проценчӗ — Чӑваш Республикин харпӑрлӑхӗ. Предприятири конкурс производстви 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пырӗ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хапрӑкри ҫынсем пилӗк уйӑхшӑн ӗҫ укҫи илнине Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Чӑваш Ен прокуратури, республикӑри Патшалӑхӑн ӗҫ инспекцийӗ ҫине тӑнипе унтисене 4 миллион тенкӗ те 625 пин тенкӗ тӳленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри хӑш-пӗр ҫӗр лаптӑкне урӑхла тӗллевпе усӑ курма йышӑннӑ. Кунта сӑмах 7,5 гектар ҫинчи ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ 12 ҫӗр лаптӑкӗ пирки пырать. Малашне ун ҫинче акса-лартма пӑрахӗҫ. Ҫапла йышӑнӑва паян иртнӗ ЧР Министрсен Кабинечӗ ларӑвӗнче йышӑннӑ. Йышӑну проекчӗпе республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Игорь Михайлов паллаштарнӑ. Муркаш районӗнче 0,3 гектар ҫӗр демонстраципе курав лапамӗ йӗркелеме кирлӗ пулса тухнӑ. Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсенчи пурӗ 1,6 гектар йышӑнакан 9 лаптӑкра «Альметьевск – Горький-3» нефть пӑрӑхне тытса тӑма ҫӗр кирлӗ пулса тухнӑ. Етӗрне районӗнчи 3,6 гектар ҫӗре муниципалитет пӗлтерӗшлӗ ҫул сарма тата ӑна тытса тӑма усӑ курасшӑн. Тӑвай районӗнче ҫӑва валли ҫӗр уйӑрнӑ. Ӑна валли 2 гектар пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри пӗр ял хуҫалӑх предприятин ӗҫӗ-хӗлне чарса лартнӑ. Производство объекчӗ лицензисӗр ӗҫленине прокуратура тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Кун пирки ведомствӑн пресс-служби пӗлтерет. Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, предприяти хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан, лицензисӗр газ системипе усӑ курнӑ. Кунсӑр пуҫне унта кирлӗ ӗҫченсем те пулман. Йӗркене пӑснӑ ытти тӗслӗхе те тупса палӑртнӑ. Кун тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Предприятире хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан объектпа усӑ курнӑшӑн ӗҫе 60 талӑклӑха чарса лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял хуҫалӑхӗ
Ҫӗрпӳ районӗнче хӗрсе кайсах хӑмла татаҫҫӗ. Ӗҫ мӗнле пынипе Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Борис Марков тата АПК аталанӑвӗн тата муниципалитет харпӑрлӑхӗн пайӗн специалист-эксперчӗ Татьяна Степанова паллашнӑ. Хӑмла плантацийӗнче ҫум курӑк та ӳсмест, ретсене кӑпкалатсах тӑнӑ, удобрени сапнӑ. Хӑмла татакан ҫынсене вӗри апатпа та сӑйлаҫҫӗ. Каласа хӑвармалла: Чӑваш Енре хӑмлана алӑ вӗҫҫӗн пуҫтараҫҫӗ: ултӑ метр тӑршшӗ хунава касса прицеп ҫине тиеҫҫӗ те комбайн патне илсе каяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ферма хӗрӗсемХарпӑр шухӑш
Ял хуҫалӑхӗ
Йӗпреҫ районӗнчи "Красный партизан" колхозри фермӑра. 18, апрель, 2014 ҫ. Иосиф Дмитриев режиссёр, Трер псевдонимпа та паллӑскер, каласа панинчен: ГИТИСра пӗлӳ илнӗ вӑхӑтра виҫӗ уйӑхлӑх практикӑра пултӑм. Ку тапхӑрта спектакль лартсан та, лартмасан та юратчӗ. Эпӗ хатӗрлерӗм. «Кӗре кӗрсен» постановкӑна аслӑ ӑрури артистсем паянхи кун та астӑваҫҫӗ. Анчах хӑшӗ-пӗри ӑна «Ферма хӗрӗсем валли мар ку» тесе тиркерӗ. Кам-ха вӗсем, "ферма хӗресем"? Выльӑх-чӗрлӗх фермисенче ӗҫлекен хӗрарӑмсене, тӗпрен илсен ҫамрӑкраххисене, ҫапла калаҫҫӗ чӑвашсем. Вӑт ҫавсем тӗлӗшпе эп мухтав сӑмахӗ калама хӑтланса пӑхасшан. Ку ӑнлава илтсенех тӳрех унчченхи саманасенчи ҫамрӑк ӗне сӑвакансем аса килеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра, чылай ҫӗрте, унчченхи колхоз фермисем тахҫанах ӗнтӗ юхӑнса выртаҫҫӗ. Е, унта-кунта кӑштах пур пулсан та, ӗҫлекенӗсем нумаях мар. | ||
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри хуласенче «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак тапхӑрта республикӑри аграрисене пахча-ҫимӗҫе сутмашкӑн тӳлевсӗр вырӑнсем уйӑрса парӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ярмӑрккӑ ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 25-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Канашра вара аграрисен пахча ҫимӗҫне ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗччен туянма май пулӗ. Ярмӑрккӑна канашлура ЧР ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Артамоновпа сӳтсе явнӑ. Унта тӳлевсӗр вырӑнсем ӑҫта пуласси пирки калаҫнӑ. Шупашкарта тӗп лапамсем «Мадагаскар» суту-илӳ комплексӗ ҫывӑхӗнче тата «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял хуҫалӑхӗ
Шупашкар районӗнче кӑҫал пысӑк теплица комплексӗ хута ярасшӑн. Вӑл хальхи вӑхӑтри технологисене тӗпе хурса хӑпартнӑскер пулӗ. Ӑна пиллӗкмӗш ӑрури тесе калаҫҫӗ. Асӑннӑ районти Тутаркасси ял тӑрӑхӗн территорийӗнче ҫӗкленекен комплексри пахча ҫимӗҫе автомат тытӑм шӑварса тӑрӗ, вӑл е ку пахалӑхлӑ апатпа та ӑслӑ техника тивӗҫтерӗ, ҫутӑпа ӑшша та компьютер йӗркелесе тӑрӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, комплекса икӗ ӑстрӑмпа хӑпартӗҫ. Теплицӑн икӗ блокне, калча уйрӑмне, вӗсене тытса тӑракан блоксене кӑҫалах ӗҫлеттерме пуҫласа Ҫӗнӗ ҫулччен унта продукци туса илме ӗмӗтленеҫҫӗ. Теплицӑна «Ренова» компани (хуҫи Виктор Вексельберг) укҫипе хӑпартаҫҫӗ. Строительство епле пынипе ӗнер Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев паллашнӑ. Маларах эпир Шупашкар районӗнчи Котеркасси ялӗнче пурӑнакансем уйри ҫӗр пайӗсем патне пыма май ҫуккишӗн пӑшӑрханнине, ял ҫыннисем ҫак ыйтупа район прокурорӗ патне ҫитнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ҫӑхавра палӑртнӑ тӑрӑх, «Новочебоксарский» теплица комплексне тӑвакансем ял ҫыннисен ҫӗр пайӗсем патне каякан ҫула карта тытса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енри усламҫӑсем Беларуҫ Республикинчи производительсен ячӗ-сумӗпе пӗркенсе хӑйсен брендне сӗнеҫҫӗ имӗш. Ҫакӑн пирки ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Игорь Данилов ятлӑ ҫын Фейсбукра пӗлтернӗ. Тӗнче тетлӗнчи халӑх ушкӑнӗнчи хыпара вуланӑ хыҫҫӑн www.belnovosti.by сайтра та ҫырнӑ. Игорь Данилов ятлӑ этем Мускавра пулнӑ имӗш, унта вӑл «Белорусские традиции» маркӑллӑ турӑх илсе ӗҫес тенӗ. Анчах ӑна турӑх тути килӗшмен. Туяннӑ савӑта ҫавӑрса пӑхнӑ та ӑна Чӑваш Енре кӑларни палӑрнӑ. Унти ӳкерчӗке ӗненсен, «Белорусские традиции» турӑха Етӗрнери «Ядринмолоко» сӗт-ҫу савутӗнче кӑларни палӑрать. «Беларуҫра туса кӑлараканнине юраакансене нимӗнле Роспотребнадзор та хирӗҫ тӑраймӗ! Пирӗн ҫимӗҫе Раҫҫее кӳрсе кайма хутран-ситрен чарсан кӑна!», – пӗтӗмлетнӗ кӑмӑлсӑрланса арҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |